Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта (директорӗ — Ирина Гаврилова) Виктор Чугаров режиссёрӑн «Чӑваш чӗлхи» фильмне кӑтартнӑ.
Аса илтерер: Виктор Чугаровӑн ӗҫне кӑҫалхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче хӑтланӑччӗ.
Режиссёр Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, фильма ӳкерме Чӑрӑшкассинчи шкулта пуҫланӑ. Унта ачасене чӑваш чӗлхипе литературӑна юратма Алина Николаева чунтан тӑрӑшса чылай ҫул вӗрентет.
Ачасем фильмпа кӑсӑкланса паллашнӑ, Виктор Чугаров ыйтӑвӗсене тупӑшса тенӗ пек хуравланӑ.
Режиссёра шкул дирекцийӗ Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта «Тойота» бетон ҫӑракан машина ҫине пырса кӗнӗ, унтан тепӗр машинӑна тӑрӑннӑ.
Аварире «Тойота» водителӗ, 74 ҫулти арҫын, вилнӗ. Александр Кутырев хӑй вӑхӑтӗнче Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр савутне ертсе пынӑ, управляющи компани директорӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех тренерта ӗҫленӗ. Вӑл ЧР физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Александр Андреевич 1946 ҫулта Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ. Вӑл унти «Ҫӑлтӑр» футбол командин тренерӗ пулнӑ.
Александр Кутыревпа ыран Шупашкар районӗнчи Явӑш масарӗ ҫинче сывпуллашӗҫ.
Чӑваш Енри темиҫе ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне асӑнар.
Шупашкарти «Инженер» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗн гендиректорне Людмила Токмолаевӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӗр йӗркелӳҫи» ят панӑ; Шупашкар районӗнчи «Чебомилк» обществӑн водительне Николай Иванова, Елчӗк районӗнчи «Эмметево» обществӑн директорне Юрий Лапшина, Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» обществӑн уй-хир бригадин тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакан рабочине Надежда Паймуковӑна — «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкарти «Теплосеть» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятин директорӑн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумне Виталий Кадыкова — «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкар районӗн сучӗн председательне Сергей Елёхина — «Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ».
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫул ҫинче Land Cruiser, бетон пӑтратакан машина тата VW Polo ҫапӑннӑ. Пӗрремӗшӗн тӑрри йӑлтах арканса пӗтнӗ. Бетон ҫӑракан машина отбойнике пырса тӑрӑннӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире пӗр ҫын вилнӗ. Вӑл хӑш машинӑра пулнине хальлӗхе хыпарламан.
Сӑмах май, ҫав вырӑнтан инҫех мар 2019 ҫулта микроавтобуспа КамАЗ ҫапӑннӑччӗ. Автобус Канашран Мускава кайма тухнӑ. Аварире темиҫе ҫын вилнӗччӗ.
Шупашкар районӗнчи Варпуҫ ялӗнче пурӑнакан 24 ҫулти Вастеев Александр Андреевич ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Тӑванӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ кирек ӑҫталла та кайма пултарнӑ. «Вӑл асламӑшӗнчен таса кроссовка ыйтнӑ, паспорта илнӗ те тухса кайнӑ. Эпир шутланӑ тӑрӑх, вӑл ҫуран кайнӑ. Вӑл лӑпкӑ, ытлах калаҫман ҫын. Унӑн пӗр тус пур, анчах вӑл та ӑҫта иккенне пӗлмест», - тенӗ тӑванӗсем.
Каччӑ хура шорты, хура футболка тӑхӑннӑ, кутамкка ҫакнӑ. Уйрӑм паллӑ пур: мӑйӗ ҫинче ҫӗвӗ йӗрӗ пур.
Пушар ниме те шеллемест. Вӑл пӗр алхасма тытӑнсан пурне те тӗп тӑвать.
Ӗнер, ытларикун каҫхине, Кӳкеҫ поселокӗнче «Skoda-Octavia» ҫунма тытӑннӑ. 2007 ҫулта туса кӑларнӑ транспорт 18 сехет те 30 минутра хыпса илнӗ. Машина Шуршӑл урамӗнче ларнӑ. Вутра автомобилӗн двигатель патӗнчи пайӗ тата пассажир салонӗ сиенленнӗ.
20 сехет те 30 минутра Шупашкар районӗнчи Шупашкаркасси ялӗ патӗнчи автозаправкӑра пушар тухнӑ. Вӑл бензинлӑ автоцистернӑна пушатнӑ чухне хыпса илнӗ. Автозаправкӑра ӗҫлекенсем пушара хӑйсемех сӳнтерме пултарнӑ. Никам та шар курман.
Чӑваш Енре кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен республикӑра 4489 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 2298-шӗ – арҫын ача, 2191-шӗ – хӗрача.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 100 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8 мӑшӑр нумайрах.
Ытларах йӗкӗрешсем Шупашкарта ҫуралнӑ: 58 мӑшӑр. Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Канаш, Улатӑр хулисенче 6-шар йӗкӗреш, Муркаш тата Шупашкар районӗсенче 4-шар йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Патӑрьел, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрлере 2-ше йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Халӗ Шупашкар районӗнче Чантӑрти пӗве патне машинӑпа каяймӑн, мӗншӗн тесен унти ҫул ҫине ҫынсене пытарма тытӑннӑ.
Явӑшри ҫӑва сарӑлма пуҫланӑ. Анчах вӑл ҫул еннелле анлӑланать, ҫавна май вил тӑприсем ҫул ҫинчех вырнаҫнӑ. Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен ку ҫул ирӗклех пулнӑ, машинӑпа та ҫӳренӗ. Халӗ вара унта – тин ҫеҫ купаланӑ вилтӑприсем.
Халӗ водительсен тавран ҫӳреме тивет. Унччен вӗсем ҫула кӗскетме пултарнӑ. Навигаторта «Явӑш – Чантӑр пӗви» тесен вӑл водителе ҫӑва ҫинчи ҫулпа илсе каять. Унта вара – вилтӑприсем.
Шупашкар районӗнче, Шупашкарта пӑши чупса ҫӳренине асӑрханӑ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине Алькеш поселокӗнче ҫынсем пӑши ҫӳренине асӑрханӑ. Ку Вӑрман урамӗнче пулнӑ. Ирхи 6 сехетре урамра ҫынсем те курӑнман-ха, пӑши вара пӗчченех уткаланӑ. Чӗрчун харпӑр ҫуртсем патӗнчен иртсе кайнӑ.
Кайран ҫынсем ҫав пӑши Кӳкеҫ еннелле чукун ҫул патнелле утнине курнӑ. Юрать, чӗрчунран никам та шар курман.
Тарасова Нина Васильевна тӑватӑ кун каялла велосипедпа кайнӑ та ҫухалнӑ. Ӑна полицейскисем, «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Нина 20 ҫулта кӑна-ха. Вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тимӗрҫырма ялӗнчен, килтен, тухса кайнӑ. Вӑл велосипедпа пулнӑ. Ӑҫталла кайнӑ вӑл? Паллӑ мар, никам та пӗлмест.
Хӗрӗн ҫӳҫӗ вӑрӑм та хура, куҫӗ хӑмӑр. Тухса кайнӑ кун хура футболка, хура шортик тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 8(835-40) 2-15-52, 102, 8(800) 700-54-52, 112 е 89196699991 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |